Ӗнерхи кун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗ, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пысӑк савӑнӑҫпа ҫырӑнса юлнӑ. Ялта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ачасем валли шкул умӗнхи ушкӑн уҫӑлнӑ.
Кӑҫал ачасем ҫӳрекен пӳлӗмсене тӗпрен юсанӑ. Халӗ унта 25 ача ҫӳреме пултарать. Энтриелсен савӑнӑҫне республика пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пайланӑ. Вӑл та савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич халӗ ачасене тӗрлӗ енчен аталантармашкӑн пур услови те пуррине палӑртнӑ. Шкул директорӗ Андрей Треньков каланӑ тӑрӑх, шкул кивӗ пулнӑ, вӑл авариллӗ лару-тӑрурах шутланнӑ. Хысна укҫине перекетлес тӗллевпе унта шкул умӗнхи ушкӑна уҫма шутланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, савӑннӑ. Энтриел ялӗнчи шкула тӑватӑ ялтан вӗренме ҫӳреҫҫӗ.
Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.
Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи психоневрологи интернатӗнчен пациент тухса тарни пирки чылай маларах пӗлтернӗччӗ сайтра. Ҫав ҫынна халӗ те тупайман.
Пациент унтан кӑҫал ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех тухса тарнӑ. 56 ҫулти Александр Арсентьев халӗ те хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче. Ҫак вӑхӑтра вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсе курӑнман.
Юлашки хутчен ӑна ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл ун чухне чукун ҫулӗпе утнӑ.
Версисенчен пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрманта ҫухалса кайса вилме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл республика тулашне кайма пултарнӑ тесе те шутлаҫҫӗ. Ун ҫумӗнче нимӗнле документ та пулман.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ҫав арҫын интернатран пӗрре те тарма хӑтланман. Вӑл 185 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ кӗске, хура тӗслӗ. Кӑштах кукша вырӑн пур.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑри чылай ял халӑхӗ уявра пӗрле савӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Хыркассинче те ял уявне паллӑ тунӑ.
Малтанах лапама пухӑннӑ халӑха Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова саламланӑ. Унтан район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров сцена ҫине тухса ырӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл кун пек уявсем ҫынсене пӗр чӑмӑра пухнине, аталанмашкӑн вӑй хушнине палӑртнӑ.
Николай Чугаров общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ Анатолий Пашкова район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Унтан уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Сцена ҫине Хыркасси тата Шӑрттан ялӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тухнӑ. Ун хыҫҫӑн пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе сӑйланнӑ.
Сӑнсем (60)
«Вырма вӑхӑтӗнче яланах ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫитмеҫҫӗ», — тесе ҫырать «Хыпар» хаҫат. Тӳррипе вара ку ыйту ял хуҫалӑх предприятийӗсемшӗн ытти чух та ҫивӗч.
Йӗпреҫ районӗнчи «Путиловка» агрофирма тата «Красный партизан» колхоз ертӳҫисем ӗҫе аслӑ шкулсенче вӗренекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра, ав, «Красный партизанра» Шупашкарти ял хуҫалӑх академийӗн 5 студенчӗ сӗт-ҫу ферми юсанӑ.
«Путиловкӑра» вара асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн 10 студенчӗ ӗҫлет. Вӗсем те алла пуртӑ-пӑчкӑ тытнӑ. Нумаях пулмасть яшсем унчченхи ӗне витине качака тытмалла тунӑ, ҫӗрулми упрамалли ампара юсанӑ, ферма территорине тирпей-илем кӗртнӗ. Халӗ качакасем валли ҫамрӑксем тата тепӗр вите тума тытӑннӑ.
Пӗрисем мӑлатукпа ӗҫленӗ вӑхӑтра теприсем, пулас инженерсем, комбайн юсаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакансен халӗ тухтӑр патне райцентра ҫӳреме тивет. Ара, ялта фельдшерпа акушер пункчӗ йӑтӑнма пуҫланӑ.
Анчах авариллӗ ҫурта никам та юсама та, ишсе антарма та васкамасть. Кунсерен ФАПа 20–25 ҫын ҫӳренӗ. Темиҫе ялтан килнӗ унта.
Унта ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарман, административлӑ отпуска ҫеҫ янӑ. Анчах хӑҫан вӗҫленӗ вӑл? Никам та калаймасть.
ФАПӑн пӗр стени тӑкӑнма тытӑннӑ-мӗн. Унтах ача пахчи те пулнӑ. Вӗсене унтан илсе кайнӑ ӗнтӗ. Ача пахчине шкула куҫарӗҫ. Анчах ку халӑха тивӗҫтермест. Унта вырӑн сахал-мӗн. Шкул, ҫитменнине, ял хӗрринче вырнаҫнӑ.
Халӑх каланӑ тӑрӑх, ФАПа упрама май пулнӑ. Анчах вырӑнти тӳре-шара те кахалланнӑ, те укҫа тупайман. Ҫурт тӑрринчен шыв аннине заведующи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗнче каллех ҫыру ҫырнӑ. Хӑнк та туман. Акӑ халӑ шыв фундамент таранах ҫитет.
Тӳре-шара ҫурта авӑн уйӑхӗччен юсама шантарать. Ҫур миллион тӑкаклама палӑртнӑ вӗсем.
Йӗпреҫ районӗнчи ял тӑрӑхне суда панӑ. Унта 87 ҫулти сусӑра пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт уйӑрса панӑшӑн суда ыйту ҫырнӑ-мӗн.
Пӗрремӗш ушкӑнри сусӑр Йӗпреҫ районӗнчи хваттерте пурӑннӑ. Анчах унта шалти юсав ӗҫӗсене туман-мӗн.
ЧР прокуратурин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 87 ҫулти хӗрарӑм ведомствӑна унӑн хваттерӗнчи условисене тӗрӗслемешкӗн ыйтса ҫитнӗ. Хваттере вӑл патшалӑх программипе килӗшӳллӗн илнӗ. Анчах хваттер пурӑнма юрӑхсӑр-мӗн.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тӗлӗшпе суда ыйту ҫырнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсен пенсионерӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса ирттермелле. Ҫакна пурнӑҫа кӗртессине прокуратура тӗрӗслесех тӑрӗ.
Кирек кам та хӑйӗн ачи-пӑчине ырӑ тӑвасшӑн. Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хӗрӗшӗн тӑрӑшнӑ. Анчах чӗрҫи ҫинче сиктерсе, пуҫран шӑлса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнипех ҫырлахман вӑл, ӑна укҫаллӑ тӑвасшӑн пулнӑ. Саккунлӑ мар майпа.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ май ашшӗ хӗрӗ ялта пурӑнать, унта ҫурт хӑпартма укҫа тӑкакланӑ тесе социаллӑ тӳлев илес тенӗ. Шупашкарта ҫемйипе пурӑнаканскере унччен шутра тӑнӑ вырӑнтан кӑларса паллакансем патне пропискӑна тӑратнӑ. Унта, чӑн та, ҫемьене пурӑнма хӗсӗк пулнӑ. Капла туни ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмаллине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Кайран ӑна вӑл ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтлисен районти списокне те кӗрттернӗ. Ӗҫ кал-кал пынӑ — кӗҫех 420 пин ытларах тенкӗ пуҫлӑх хӗрне тивӗҫнӗ. Вӑл «кӗмӗле» федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ.
Улталаса патшалӑхран укҫа илнӗ пуҫлӑх хӗрӗ пирки те, пуҫлӑх пирки те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ҫак икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать.
Йӗпреҫ районӗнче Техрегламент ыйтнине тивӗҫтермен качака сӗтне туса кӑларнӑ-мӗн.
«Путиловка» Агрофирма» АУО туса кӑларнӑ качака сӗтӗнче соматика клеткисем нумай пулнӑ иккен. Ку Техрегламентпа килӗшсе тӑмасть.
Россельхознадзор специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак клеткӑсем ҫыншӑн сиенлӗ. Вӗсем аллерги пуҫарма, организма наркӑмӑшлантарма пултараҫҫӗ.
Йӗркене пӑснӑшӑн юридици сӑпатне предписани панӑ. Ҫавӑн пекех организаци тӗлӗшпе РФ КоАПӗн 14.43 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн протокол ҫырнӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн фирмӑна 100 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ.
Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Федор пил панипе, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял халӑхӗ пуҫарнипе часавай тума пуҫланӑ.
Ҫак кунсенче часавайӑн никӗсне янӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Кӗлӗмкассинчи храм настоятелӗ Пантелеймон протоиерей пулас часавай вырӑнне сӑвапланӑ.
Часавая халӑх укҫипе ҫӗклӗҫ. Унта кашниех тӳпе хывма пултарать. Пантелеймон атте пурне те ырӑ ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Укҫапа пулмасан та ӗҫпе, кӗлӗпе пулӑшни теме тӑнине палӑртнӑ вӑл.
Сӑнсем (27)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |